Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ тӑванӗсемпе полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун пирки шыравпа ҫӑлав службин халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
Анна Герасимова ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать. Вӑл 1939 ҫулта ҫуралнӑ. Ватӑ хӗрарӑм нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче килтен тухнӑ та тек таврӑнман. Халӗ вӑл ӑҫта пулнине никам та пӗлмест.
Анна Герасимова 158 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ, капюшонлӑ пальто, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пушмак тӑхӑннӑ.
Ватӑ хӗрарӑм ӑс-тӑн енчен ҫухалса кайма пултарать. Ӑна куракансене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та ҫырса хатӗрленӗ. Кун пирки Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
«Шупашкарти Университет урамӗн 34-мӗш ҫуртӗнчи ҫӗнӗтсе уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене чӑвашла та тунӑ! Питӗ паха тата хисеплемелли япала!» — ҫапларах хакланӑ ку ӗҫе халӑх тетелӗнче, унпа пӗрлех сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.
Лавкка хуҫисен ӗҫне мухтаса та ырласа 116 ҫын «килӗшет» палла пусма, 19 ҫын хӑйӗн страницине куҫарса лартма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри вара комментари те хӑварма ӳркенмен. Акӑ, сӑмахран, Оксана Антонова: «Пятёрочка» маттур. Пирӗн район центрӗнче те кӑтартмӑшсем тутарла тата вырӑсла (Тутарстанра)» — тесе ҫырнӑ.
«Пӗлме кӑсӑк», — тесе хыпарланӑ Фейсбукра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш.
Тӗрлӗ телешоура тата ҫӗнӗ хыпарен кӑларӑмӗнче Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан Диана Шурыгинӑпа Сергей Семенов хушшинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки вӗҫӗмех пӗлтерсе тӑчӗ.
«Семеновне курсанах: «Ку ача чӑваш евӗрлӗ... Вӑл чӑваш мар-ши?» — текен шухӑш ҫуралнӑччӗ. Туйӑмсем улталамарӗҫ: пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм каласа панӑ тӑрӑх, Сергейӑн амӑшӗ — чӑваш, вӗсем пӗчӗккӗ чух Ҫӗнӗ Малыкла районӗнчи Новочеремшанск салинче пурӑнса пӗр-пӗрне лайӑх пӗлнӗ», — хыпарланӑ Микулай Павловский.
«Диана Шурыгини те, ун ашшӗ-амӑшӗ те вырӑс пекех курӑнса каймаҫҫӗ... Вӗсем те е мӑкшӑ, е чӑвашах пулма пултараҫҫӗ. Кӑна ҫирӗплетсе калаймастӑп», — вӗҫленӗ кӳршӗллӗ реионти йӑхташӑмӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Ҫамрӑксен 2016 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионки, Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗ, 17-ри Лана Прусакова слоупстайл енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче ӗнер финала лекнӗ. Америкӑри Лейк-Плэсид ялӗнче пыракан ӑмӑртӑвӑн квалификаци тапхӑрӗнче вӑл ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах финалта, шел те, ентешӗмӗр ҫӗнтереймен.
Йӗлтӗр акробатики енӗпе Лана Прусакова квалификаци суйлавӗнче 87,66 балл пухнӑ. Ытти фристайлисткӑпа танлаштарсан ҫакӑ — чи лайӑх кӑтарту. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Лана Прусакова хальлӗхе 11-мӗш вырӑн йышӑнать.
Фристайлист-арҫынсенчен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменӗ Максим Буров мала тухнӑ. Вӑл «Хрусталь глобуса» ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енри влаҫ органӗсен сайчӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. 7 ведомство ҫӗнӗ верси ҫине куҫнӑ ӗнтӗ: дизайнӗ улшӑннӑ, функционал анлӑланнӑ.
Ҫӗнӗ тытӑм 5-6 тӗп пайсенчен тӑрать. Кашнинче хыпарсемпе, МИХсенче пичетленнӗ статьясемпе, саккун улшӑнӑвӗсемпе паллашма пулать. Пӗр-пӗр сӑмахпа кирлӗ текста та шыраса тупма май пур. RSS-лента ӗҫлет.
Ҫӗнӗ сайтсем хальхи йышши браузерсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мобильлӗ верси те пур. Халӑх тетелӗсенче сайтри хыпарпа пайланас килет-и? Малашне ҫакна тума ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем пурте ҫӗнӗ верси ҫине куҫӗҫ. Ҫитес ҫул вара вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем сайчӗсене ҫӗнетӗҫ.
«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли юрӑсем ҫырма укҫа малалла пухаҫҫӗ. Халӗ 30 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Тепӗр ҫавӑн чухлӗне яхӑн кирлӗ.
«Чӗлхене вӗренмелли уроксенче юрӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа май килнӗ таран ӑна ӗҫе кӗртмелле. Вӗренӳ министерстви укҫа ҫук тесе пулӑшмарӗ. Анчах эпир ӗҫе тӑсатпӑр, юрӑсене халех хатӗрлетпӗр. Аудифайлсем валли те укҫа кирлӗ. 100 тенкӗрен ытларах уйӑрнӑ кирек епле пулӑшу та пӗлтерӗшлӗ», — теҫҫӗ ку ӗҫпе тӑрӑшакансем. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кала-ха» страницӑна ҫыру ҫырма пулать е 68-50-51 номерпе шӑнкӑравламалла.
Хальлӗхе ҫак ҫынсем пулӑшнӑ: Алексей Осипов (Шупашкар), Александр Ковалев (Мускав), ятне кӑтартман ҫын (Шупашкар), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Евгений Никитин (Етӗрне), Ольга Николаева (Ульпи, Париж), Анатолий Миронов (Швеци), Марина Андреева (Шупашкар), Николай Иванов (хӑй ӑҫтанне кӑтартман).
ЧР Транспорт министерстви халӑхпа ҫывӑхрах пуласшӑн. Ҫавна май ведомство «Контактра» халӑх тетелӗнче ушкӑн уҫнӑ. Унта ҫынсем ҫулсене юсасси пирки ыйтусем ҫырма пултарӗҫ.
Ушкӑн «Безопасные и качественные дороги» (Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем) ятлӑ. Ҫулсене мӗнле юсанине, ҫӗнетнине сӑнаса тӑратӑр-и? Ҫакна сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи ушкӑна ярса пама пултаратӑр.
Ҫак проекта пурнӑҫласа ҫитес ҫул валли авариллӗ тата хӑрушӑ ҫулсене 50 процент чакарасшӑн. 2025 ҫул тӗлне ку кӑтарту 85 процентпа танлашмалла. Халӑх тетелӗнчи ушкӑна сӑнӳкерчӗксем ярса парса эсир ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшатӑр.
Акӑ ӑҫта пурӑнса ҫитрӗмӗр. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пӗртен-пӗр хаҫатне хупса ӑна вырӑсла кӑна кӑларса тӑрасшӑн. Кун пирки ӗнер халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ, паян «Хыпар» хаҫат та ҫырнӑ.
Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗ нумаях пулмасть Чӗмпӗрте иртнӗ, тӗп ыйту «Канаш» хаҫат пуласлӑхӗ пирки пулнӑ.
«Паян телефонпа Николай Ларионовпа (сӑмах «Канаш» хаҫат редакторӗ пирки пырать) та калаҫрӑм... Олег Мустаев облаҫри чӑваш автономийӗн пуҫлӑхне ларни нумай вӑхӑт та иртмерӗ... И.Я. Яковлев хисепленекен ҫутӗҫ обществине хуптарчӗ, унччен «Еткер» передачӑна пӗтерсе хучӗ... Халь хӑйӗн юлташӗсемпе (депутатсем тата влаҫ ҫумӗнче ҫаврӑнакан такамсем) «Канаш» хаҫата тапӑннӑ: облаҫри пӗртен-пӗр чӑваш хаҫатне вырӑсла кӑларма тытӑнасшӑн («хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗккӗ»; пӗр депутатӑн ачисем «Канаш» хаҫата питӗ вуласшӑн тет, анчах чӑвашла пӗлмеҫҫӗ иккен...), хаҫат редакторне Николай Ларионова ӗҫӗнчен кӑларасшӑн... Пухӑннӑ чӑвашсем ҫавна сивлерӗҫ, облаҫра МИХ пуҫлӑхӗ патне ҫыру хатӗрлеме тытӑнчӗҫ», — ҫырнӑ хӑйӗн «Ҫыхӑнура» страницинче Николай Павловский.
«Чӑваш эстрада юррисенчен тӗлӗнсе каятӑп: хӑш юрра кӑна ямастӑн — пӗр тӗрлӗ тӑнкӑр-тӑнкӑр кӗвӗ... Пӗр ҫыракан пурин валли те кӗвӗсем шаплатарать кӑна. Ҫакӑн пек кӗвӗсем 90-мӗш ҫулсенченех пыраҫҫӗ... Юрлаканнисем лайӑх юрлаҫҫӗ, сассисем те пур - лӗпӗр- лӗпӗр мусӑкки пӗтерет... Ҫавӑнпа чӑваш эстрадин аталанӑвӗ ҫук», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский.
Микулай Павловский шухӑшне аталантарса теприсем сӑвӑ пахалӑхне те, юрлас ӑсталӑха та хурлассӑн туйӑнать. Мӗнех, кашнин хӑйӗн шухӑшӗ тейӗпӗр те лӑпланӑпӑр.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. Ӑна «сиплевҫӗ» шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ.
Арҫын ача полицие ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килнӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ «сиплевҫе» халӑх тетелӗнче тупнӑ. Хайхискер пӑснине сирме шантарнӑ, куншӑн, паллах, укҫа ыйтнӑ. Сахал мар. Каччӑ унӑн счечӗ ҫине 23900 тенкӗ куҫарсан лешӗ телефонне тӑрук тытма пӑрахнӑ. «Сиплевҫӗ» ӑна «хура списока» кӗртнӗ.
Паллӑ ӗнтӗ: ултавҫӑ пӑснине сирес тесе пӗр йӑла-йӗрке те туман. Халӗ полици ҫав «сиплевҫе» тупас тӗллевпе оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |